Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Ишутӑн пур ӗҫре те ӑнӑҫ,
Ҫитет ун пур ӗҫре те ал.
Ун килӗнче ан пултӑр тӑнӑҫ:
Вӑл ирттересшӗн чаплӑ бал.
Сӑлтавӗ пур: ун ӗҫ вӗҫлвннӗ, —
Вӑл кӑмака ҫинче ларман.
Ырми-канми хӗрсе ӗҫленӗ
Пӗр уншӑн вунӑ шыв армань.
Хатӗрленет Ишут, памасӑр
Пӗр чӗптӗм канӑҫ кил-йыша,
Ватти-вӗттисене пӑхмасӑр
Вӑл васкатать чыша-чыша.
Ишут хӑй пурнӑҫӗпе сапӑр:
Шурне чавтарнӑ, лартнӑ пӳрт.
Пуянлӑх пур, кил-ҫурчӗ капӑр,
Ҫураҫ та ҫӗнӗ ҫын халь кӳрт.
Пӳртне вара кермен пек лартрӗ —
Ӗмӗтленни пулса пырать.
Кив ҫурт-йӗре вӑл йӑлт салатрӗ,
Тутарчӗ ҫӗнӗрен пура.
Кирли ун пур: тарҫи-тӗрҫи,
Чӗнес пулсассӑн — шӑнкӑрав.
Пурнӑҫ пехетлӗ — ӗҫ те ҫи.
Кунта пурнать-мӗн, тейӗн, граф.
Ишутӑн пур ӗҫре те ӑнӑҫ,
Ҫитет ун пур ӗҫре те ал.
Ун килӗнче ан пултӑр тӑнӑҫ:
Вӑл ирттересшӗн чаплӑ бал.
Сӑлтавӗ пур: ун ӗҫ вӗҫленнӗ, —
Вӑл кӑмака ҫинче ларман.
Ырми-канми хӗрсе ӗҫленӗ
Пӗр уншӑн вунӑ шыв армань.
Хатӗрленет Ишут, памасӑр
Пӗр чӗптӗм канӑҫ кил-йыша,
Ватти-вӗттисене пӑхмасӑр
Вӑл васкатать чыша-чыша.
Телей, телей... Вӑл аллӑмраччӗ.
Ҫунса та кайрӗ пуль вутра.
Ҫӗрме пуянлӑх палӑратчӗ,
Халь пушӑ, пушӑ кил-ҫуртра.
«Кам айӑплӑ, камран килет?»
Ыйтупала хӑйне хускатрӗ,
Унпа хӑй чӗрине пӑлхатрӗ.
Халь те чирлет чун... Ас илет:
Ах, кӗпӗрнаттӑрӑн кил-ҫурчӗ
Пит кӳрентерчӗ-ҫке ӑна.
Кунта Ишут чӗр намӑс курчӗ —
Качча памарӗҫ Лизӑна.
Ах, юрату та курайманлӑх...
Вӗсем-мӗн иккӗш те кӑвар:
Е ӑслӑлӑх, е йӑлт айванлӑх,
Е пысӑк ырлӑх, е хур-шар.
Ишутшӑн юрату шар пулчӗ,
Вал лӳп! сӳнтерчӗ туйӑма,
Ӗмӗрлӗхе пулса вӑл юлчӗ
Илемсӗр, сӗрӗмлӗ сӑмах.
Вӑл чӗрене касса амантрӗ;
Мӑнаҫлӑха тӳнтерчӗ тӳп!
Ӗмӗтрине салатрӗ, ватрӗ.
Ун вырӑнне хӑварчӗ ҫӳп.
Чӗнесшӗн халь вӑл Хусантан
Пит чаплӑ ҫынсене: ку тупӑш.
Ишутӑн пӗр тӗллев, пӗр шухӑш:
Пуласшӑн вӗсемпе пӗр тан.
Пӗлет: карьера вӑл — пусма,
Пуҫтах пулсан кӑна хӑпарӑн.
Кунта та пулӑшӗ тус мар,
Майлаштарни: эс пӑхӑн, парӑн,
Йӗрес килсессӗн те, ту кулӑш,
Тупма пӗл кирлӗ чӗлӗне,
Нихҫан мала тухма ан тӑрӑш,
Сӑмахсӑр пултӑр вӑл чӗлхе.
Ишут барон патне ҫыру
Ҫырать хаваслӑн, туслӑн, ӑшшӑн.
Пуҫларӗ вырӑсла: «Мой друг...» —
Хушать, — «Майн херц». Кӗпер хурасшӑн
Баронпала хӑй хушшинче.
Шутлать вӑл: ҫыхӑну ҫинҫе,
Анчах... анчах, тен, пулӗ усӑ,
Тӑрӑшнине путармӗ пусӑ:
Ҫурт-йӗр тӑваҫҫӗ анлӑ, ҫӳллӗ;
Пуҫламӑш — малтанхи пӑта.
Кил хушшинче, теҫ, кирлӗ пулӗ
Кивелнӗ катӑк пуртӑ та.
Пуҫра ун шухӑшсем кӗтӳ пек,
Памаҫҫӗ канӑҫлӑх ӑна.
Анчах пуласшӑн мар вӑл сӳтӗк:
Парӑнтарасшӑн барона
Халь дипломатиллӗ ӑспа,
Пӗркентересшӗн шур пӑспа:
Аваннине сӑнатӑр, куртӑр,
Начаррине курсан ан култӑр.
Чеелӗхне вӑл чаршавларӗ
Пӗлессинчен асӑрханса.
Ик-виҫӗ каҫ ун пуҫ шавларӗ,
Сӑмах, сӑнар, тӗс шыраса.
Ҫырать вал: «...Пысӑк ӗҫ пуҫларӑм.
Эс калани ялан асра.
Мӗн кирлине халь ывӑҫларӑм,
Ҫапах телей пуласлӑхра.
Кунта эп халь хушаканни —
Мана тӑраҫҫӗ пӑхӑнса.
Анчах пулать ман чун канни,
Мундир, перчатка тӑхӑнса
Балра мазурка ташласассӑн.
Сисетӗн пуль: сывлатӑп ассӑн...
Мӗнле халь Лиза пурӑнать,
Качча тухасшӑн, курӑнать?
Барон, пӗлетӗн, йӑпататӑп
Хама хам сан патна ҫырса;
Пуҫа ҫӗн шухӑшпа вататӑп...
Калас теп сан пата пырса.
Ыйтатӑп, маншӑн ҫул йӗрле-ха, —
Телейӗм пулӗ-ши умра? —
Эс пысӑк шанчӑк хатӗрле-ха,
Эп саншӑн юлмӑп парӑмра.
Ҫӳле тухмашкӑн кирлӗ, теттӗн,
Сӗреплӗ ят та пысӑк чин.
Халь хӑпарас тесен, пӗлетӗн,
Пулас пулать ман дворянин.
Кампа ларса ман канашлас-ха?
Никам та ҫук, эп пӗр-пӗччен.
Кампа ҫӳп-ҫапсене шӑлас-ха?
Хӑварӑп эсӗ киличчен.
Эп ҫавӑнпа сана кӗтетӗп...
Ялта чечек ҫурать ҫӑка.
Ҫук, юлмӗ кӑмӑлсӑр вӑл тетӗп,
Ҫухатмӑп эп ҫав шанчӑка.
Пуҫа ҫурать пӗр шухӑш манӑн, —
Хӑймастӑп ун ҫинчен ҫырма, —
Ӑна пӗлсессӗн эс хумханӑн,
Эс васкӑн сӑпатне курма.
Курсассӑн калӑн: «Чӑн та фея,
Ӑҫтан-ха тупнӑ эс ӑна?»
Сисетӗп хам: вӑл ман телейӗм,
Вӑл тыткӑнларӗ ӑс-тӑна.
Пӗлетӗп: ҫӳлелле ухмашкӑн
Пулатчӗ Лиза пӗр пусма,
Анчах шӑпам калать, ан ашкӑн —
Ман лекрӗ пуҫӑма усма.
Калаҫмалли нумай, чӗнетӗп...
Уяр ҫанталӑк, ҫул кӗске;
Эс килессе эп ӗненетӗп.
Чарса мӗн тӑрӗ-ха, мӗскер?»